Ҫӗнӗ Шупашкарти Совет урамӗнчи 20-мӗш ҫуртра, общежитире, пурӑнакансем кӳрши пӳлӗмӗнчен пӗр эрне тухманнине сиснӗ. Кӑштахран коридорта лайӑх мар шӑршӑ сарӑлнӑ. Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче чӑтма ҫук шӑршӑ пулнӑран полицие чӗннӗ.
Йӗрке хуралҫисем пӳлӗме чӳречерен кӗнӗ. Чӑнах та, унта пурӑннӑ арҫын вилнӗ, пӳлӗмре темиҫе кун выртнӑран шӑршӑ та тухнӑ. Кун тӗлӗшпе Следстви комитечӗ следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет.
«Виле темиҫе кун выртнӑ. Ӑна илсе тухрӗҫ, питӗ вӑйлӑ шӑршӑ кӗрет. Пӗччен пурӑнакан тӑвансем пур тӑк вӗсен пурнӑҫӗпе тӑтӑшрах кӑсӑкланӑр тархасшӑн», - ҫапла пӗлтернӗ халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата.
Утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 12 сехет ҫурӑра Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Ачча ялӗнче 64 ҫулти арҫынна вӗлернӗ. Ҫак ӗҫе Мускав облаҫӗнчен килнӗ 47 ҫулти хӗрарӑм тунӑ тесе шутлаҫҫӗ, ӑна тытса чарнӑ.
Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав кун 47-ри хӗрарӑм тӑван мар ашшӗпе хирӗҫсе кайнӑ. Вӑл ӑна графинпа пуҫӗнчен 3 хутран кая мар ҫапнӑ. Ҫакна вӑл мӗншӗн тунӑ? Следстви версийӗ тӑрӑх, хӗрарӑм арҫынна тӑван хӗрӗ ҫумне кӗвӗҫнӗ.
Арҫын ҫавӑн чухнех вилсе кайнӑ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкар районӗнче 47 ҫулти арҫынна вӗлернӗ. Ҫакна пӗр ялтах пурӑнакан 55 ҫулти арҫын тунӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ӑна тытса чарнӑ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви версийӗ ҫапларах: утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 17-19 сехетсенче 47-ри арҫын 55-ри пӗлӗшӗпе Чӑрӑшкасси ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗве патӗнче пулнӑ. Вӗсем эрех ӗҫнӗ, хирӗҫсе кайнӑ. Аслӑраххи кӗҫӗннине кӑкӑрӗ тӗлӗнчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Лешӗ кӗске вӑхӑтран вилнӗ.
Следстви комитечӗ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчет.
Канаш тӑрӑхӗнче ӗнер, утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, 16 ҫулти каччӑ путса вилнӗ. Кун пирки Следстви комитечӗ пӗлтерет. Ведомство следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет.
Каччӑ тусӗсемпе пӗрле Канашри Симӗс урам ҫывӑхӗнчи пӗвене шыва кӗме кайнӑ. Вӑл шыва кӗрсен чыхӑнса кайнӑ та путнӑ. Ҫӑлавҫӑсем унӑн виллине темиҫе сехетрен тупнӑ.
Ҫакӑ паллӑ: каччӑ ишме пӗлмен, юнашар аслисем пулман. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкарти троллейбус управленийӗнче ӗҫлекен арҫын ток ҫапнипе вилнӗ. Ку инкек утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 23 сехет те 40 минутра пулнӑ.
Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав вӑхӑтра 51 ҫулти арҫын предприятири контакт линине юсанӑ. Ӑна ток ҫапнӑ. Арҫын ҫав самантрах вилнӗ.
Халӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ. Ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркине пӑхӑннӑ-и? Ҫакна палӑртӗҫ, судпа медицина экспертизи ирттерӗҫ.
Республикӑра каллех ҫын путнӑ. Хальхинче – Канаш районӗнче. 45 ҫулти арҫын шыва кайса вилнӗ.
Вӑрманкасси ялӗнчи пӗвере инкек пулнӑ. 1976 ҫулта ҫуралнӑ арҫын шыва кӗнӗ те каялла тухайман. Ҫӑлавҫӑсем унӑн виллине кӑларсан полицие панӑ. Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет.
Аса илтерер: Сӑрта путнӑ 26 ҫулти арҫын виллине халӗ те тупайман. Ӑна тӑваттӑмӗш кун шыраҫҫӗ. Вӑл Ҫӗмӗрлере пурӑннӑ.
Шупашкарта нумай хваттерлӗ ҫурт ҫывӑхӗнче ҫын виллине тупнӑ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын 7-мӗш хутран паян 14 сехет те 10 минутра ӳкнӗ. Вӑл 28 ҫулта пулнӑ.
Вырӑна оперативлӑ следстви ушкӑнӗ ҫитнӗ. Халӗ арҫын мӗнле майпа ӳкнине тӗпчеҫҫӗ – ҫапла пӗлтерет Следстви комитечӗ.
Аса илтерер: ҫак кунсенче Шупашкарти Пасар урамӗнче арҫын виллине тупнӑччӗ. 74 ҫултискер ҫӳлти хутран ӳкнӗ.
Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Пинер ялӗнче пурӑнакан 34 ҫулти арҫын тӗлӗшпе Следстви комитечӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ҫынна асӑрханмасӑр вӗлернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 23 сехетре вӑл пӗрле пурӑнакан хӗрарӑма вӗлернӗ. Хайхискер ӑна ҫӗҫӗпе тапӑннӑ. Арҫын пиччӗшӗпе тата ҫак хӗрарӑмпа пурӑннӑ. Савнине пиччӗшӗ ҫумне кӗвӗҫнипе вӑл ҫӗҫӗ ярса тытнӑ.
Арҫынна тытса чарнӑ.
Паян, утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Шупашкарти Пасар урамӗнче («Благовещенски» микрорайонта») нумай хутлӑ ҫурт умӗнче 74 ҫулти арҫын виллине тупнӑ. Ку паян нумаях пулмасть, 19 сехет ҫитеспе, пулнӑ.
«Про Город» хаҫата халӑх коррреспонденчӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын, ахӑртнех, чӳречерен тухса ӳкнӗ. Вырӑна Следстви комитечӗн оперативлӑ следстви ушкӑнӗ ҫитнӗ. Халӗ арҫын мӗнле майпа тухса ӳкнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарти «Садовый» микрорайонта арҫын ҫӳллӗшӗнчен ӳксе вилнӗ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗ пӗлтерет.
Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, арҫын 47 ҫулта пулнӑ. Вӑл Дементьев урамӗнче вырнаҫнӑ ҫуртран ӳкнӗ. Палӑртмалла: ӑна хальлӗхе туса пӗтерсе хута яман. Арҫын ҫӳллӗшӗнчен ӳксен тӳрех вилнӗ.
Халӗ Следстви комитечӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |